Просмотр содержимого документа
«Викторина "Страны мира"»
«Тĕнчери çĕршывсем»
Викторина тĕллевĕ: ачасен пĕлĕвне çирĕплетсе хăварасси, вĕсен тавракурăмне аталантарасси.
1.Францин тĕп хули мĕн ятлă? (Париж)
2.Египетăн тĕп хули ятне калăр.(Каир)
3.Канадăн тĕп хули мĕн ятлă? (Оттава)
4.Франци ялавĕ миçе тĕслĕ? (3: кăвак, шурă,хĕрлĕ)
5.Каир ялавĕ мĕн тĕслĕ? (Хĕрлĕ, шурă, хура)
6.Канада ялавĕн тĕсĕсем мĕнле? (Кăвак, шурă)
7.Италире мĕн ятлă машина туса кăлараççĕ? (Феррари)
8. Мĕн вăл Гаспачо? (Помидор яшки)
9.Ҫĕр улмирен, суханран, тутлă пăрăçран хатрленĕ омлета испанецсем пĕр сăмахпа мĕн теççĕ? (Тортилья)
10.Мексикăра пурăнакан чи пĕчĕк йытă мĕн ятлă? (Чихуахуа)
11.Австралире пурăнакан тинĕс хăярĕ чĕр чун е ӳсен тăран? (Чĕр чун)
12.Японин наци символĕ мĕнле чечек? (Хризантема)
13.Японири чи пысăк ту мĕн ятлă? (Фудзияма)
14.Мĕн вăл суги? (Япони кедрĕ)
15.Америкăра казаркăсем пурăнаççĕ. Мĕн вăл казарка? (Кайăк)
16.Кăнтăрла испанецсем ĕçе пăрахаççĕ те çывăрма выртаççĕ? Ҫак вăхтăн ячĕ мĕнле? (Сиеста)
17.Италири ишевĕ хула ячĕ мĕнле? (Венеци)
18.Тĕнчери чи вăрăм юхан шыв ăçта вырнаçнă? (Египетра)
19.Мĕн вăл Сфинкс? (Ҫын пуçĕ тата арăслан кĕлетки)
20.Францири юрлă тусем мĕн ятлă? (Альпă)
21.Мĕн вăл круассан? (Кукăль)