Класс тулашĕнче ирттерекен мероприяти.
План-конспект.
Кукаҫипе куками
хăнасем кĕтеҫҫĕ…
Çырса хатĕрлекенĕ:
чăваш чĕлхипе вĕрентекен
Пакурова Мая Геннадьевна
Ваттисене хисеплĕр, хăвăр та вата пулаттăр
(Ваттисен сăмахĕ)
Тĕллевсем:
- ачасене ашшĕ-амăшне, ватă çынсене хисеплеме вĕрентесси;
- ачасене калаçура юратнă, хаклă, ырă, лайăх, хаваслă, хитре сăмахсемпе усă курма вĕрентесси;
- ачасене чăваш йăла-йĕркисемпе, вăййи-ташшисемпе паллаштарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: чăваш тумĕсем, фонограмма – чăваш ташши, баян, самовар, сĕтел çине лартмалли апат-çимĕç, мероприяти темипе çыхăннă коллажсем, интерактивлă доска.
Мероприяти юхăмĕ:
Вĕрентекен: Ачасем, паян эпир сирĕнпе атте-аннесене, ватă çынсене хисеплемелли çинчен, вĕсене мĕнле сăмахсем каласа савăнтармалли çинчен калаçăпăр, вăйăсем выльăпăр.
Кукаҫипе куками ялта пурăнаççĕ, вĕсем хулана çыру çыраççĕ.
Ачасем урамра выляççĕ.
Почтальон мăнуксене çыру тыттарать.
Мăнукĕ: Кукаҫипе куками çыру янă.
Ашшĕпе амăшĕ: Вулар-ха çырăва. (Мăнукĕ вулать).
«Хаклă ачасем! Юратнă мăнукăм, Сашукăм! Сире питĕ курас килет. Кукаҫупа иксĕмĕр чунтан тунсăхларăмăр.
Мăнукĕ: Эпир сире хăнана кĕтетпĕр. Пĕрле юлташăрсене илсе килĕр.
Вĕрентекен: Ачасем, сирĕн аслаҫусемпе асаннӳсемпе, кукаҫусемпе кукамусем пур-и?
Ача: Манăн кукаҫипе куками те, асаттепе асанне те пур. Эпĕ уншăн питĕ савăнатăп. Манăн аттен ашшĕпе амăшне эпĕ асаттепе асанне тесе чĕнетеп.
Вĕрентекен: Вĕсем ăçта пурăнаҫҫĕ? Аннӳн ашшĕпе амăшне мĕнле чĕнетĕн?
Ача : Эпĕ вĕсене кукамай тата кукаҫаи тесе чĕнетĕп. Вĕсем ялта пурăнаҫҫĕ.
(Калаçу темиçе ачапа иртет).
Вĕрентекен: Паян эпир, ачасем, Сашукăн кукашшĕпе кукамăшĕ патне хăнана кайса килĕпĕр. Мĕнпе каятпăр?
Ачасем: Автобуспа каятпăр. (Пукансем çине ларса автобуспа кайнă пек тăваççĕ).
Çак вăхăтра аслашшĕпе асламăшĕ хăнасене кĕтеççĕ, кукăль пĕçереççĕ, сĕтел хатĕрлеççĕ. Хатĕрленĕҫемĕн ватă çынсем «Куакҫипе куками» юрра юрлаççĕ.
(Кукашшĕпе кукамăшĕ урамалла пăхаççĕ, хăнасем килнине асăрхаççĕ те хирĕç тухаççĕ).
Кукашшĕпе кукамăшĕ: Çитрĕç, çитрĕç.
Мăнукĕ: Сывă-и, юратнă кукамай? Мĕнле пурăнатăр, юратнă кукаҫи?
Кукашшĕ: Мĕнле капăр тăхăнса килнĕ!
Кукамăшĕ: Мĕнле хитре вăл чăваш çи-пуçĕ! Хăнана тирепйлĕ, таса тăхăнса каймалла. Тĕрĕс тунă эсир, ачасем. Ларăр сĕтел хушшине. Пĕрле ларса хăналанăр.
Вĕрентекен: Ачасем сире валли парне илсе килнĕ.
Кукамăшĕ: Мĕн –ши вăл?
Ачасем: Эпир сире ташласа, юрласа кăтартасшăн. Эпир вайасем те нумай пĕлетпĕр.
Мăнукĕ: Асанне, эсир çамрăк чухне мĕнле вăйăсем вылянă?
Кукамăшĕ: Ача чухне эпир нумай вăйă вылянă: пиҫиххи пăрахмалла, ҫĕрĕ памалла та вылянă.
Мăнукĕ: Эпир те ку вăйăсене выляма пĕлетпĕр. Тантăшсем, айтăр пиҫиххи пăрахмалла выляр.
Ушкăнпа: Выляр, выляр.
Пĕр ача: Эпĕ пăрахаканĕ пулатăп. Кукленсе ларăр, хыҫалалла ҫаврăнса ан пăхăр.
(Сăмахсем каласа вăйă пуҫлать. Пĕр ача хыҫне пиҫиххи пăрахать, хăй маллала утать). Ванюк, сан хыҫра пиҫиххи выртать, эсĕ пĕлеймерĕн. Тантăшсем, Ванюка мĕн тутаратпăр?
Пурте: Атьăр, чăваш ташши ташлаттаратпăр.
(Ачасем юрласа яраҫҫĕ. Ванюк ташлама вăйă картине тухать)
Пĕри: Хĕрсем, атьăр ҫĕрĕ валеҫмелле выляр. (Кам патне шутласа ҫитнĕ, ҫав куҫ хупать. Ҫĕрĕ валеҫекене ҫав хушăра ҫĕрĕ пĕр ачана парать).
Хĕр ача: Çĕрĕ камра, Сашук?
Ванюк: Ҫĕрĕ Маруҫра.
Пурте: Сашук пĕлеймерĕ.
Пĕр ача: Сашука мĕн тутаратпăр?
Пурте: Такмаксем юрлатăр. (Сашук такмаксем юрлать).
Кукашшĕ: Маттур, маттур, ачасем.
Кукамăшĕ: Ташларăмăр, юрларăмăр, халĕ ĕнтĕ сĕтел хушшине ларар.
Ачасем пурте сĕтел хушшине лараççĕ. Мăнукĕсем хăнасене пăхаççĕ: хуплупа квас сĕтел ҫине лартаҫҫĕ.
Кукашшĕ: Ĕçрĕмĕр, çирĕмĕр, халĕ тата пире чăвашла сăвă каласа савăнтарăр-ха.
Мăнукĕ: Эпĕ сире П.Ҫăлкуҫăн “Асанне е кукамай” сăвва каласа паратăп. (Мăнукĕ сăвă калать).
Кукашшĕ: Маттур, мăнукăм. Савăнтартăн ватăсене. Халь эпĕ сире тупмалли юмахсем парăп . Тупсăмне пĕлетĕр пуль тесе шанатăп. (Кукашшĕ ачасене тупмалли юмахсем парать).
Кукамăшĕ: Тавтапуç сире, ачасем, пурне те. Малашне те лайăх вĕренĕр.
Мăнукĕсем: Сире те тавтапуç, чи юратнă, чи хаклă, чи ырă, чи лайăх, асаттепе асанне. Эпир тата килĕпĕр, сывă пулăр. Тепре тĕл пуличчен.
Хушса пани:
«Кукаҫипе куками» юрăн сăмахĕсем:
Кукаçипе кукамай
Кукăль пĕçереççĕ 2 хут
Юрласа илеççĕ. 2 хут
Кукаçипе кукамай
Хăнасем кĕтеççĕ 2 хут
Урама пăхаççĕ. 2 хут
«Пиҫиххи пăрахмалла» ваййă выллянă чухне каланă сăмахсем.
Эп утатап хурланса,
Хама юлташ шыраса.
Утсан-утсан чупатăп,
Пиҫиххи пăрахса хăваратăп
Юрă: «Тух-ха, Ванюк».
1.Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума
Эсĕ ташша пит ăста.
Кăвва-кăвва, кăвва-кăвва
Кăвва-кăвва, тут-тут.
2. Ташласа пар, савăнтăр,
Эпир алă çупăпăр.
Кăвва-кăвва, кăвва-кăвва
Кăвва-кăвва, тут-тут.
«Ҫĕрĕ валеҫмелле» вăйă вылянă чухне каланă сăмахсем: Хĕр ача : Эпĕ ҫĕрĕ валеҫетĕп.
Чик-чик-чикĕлти,
Эс чипер те, эп чипер,
Санран чипер тата пур.
Сик, тух, чиперри!
«Ачасем юрланă такмак йĕркисем: Сашук: Ма пăхатăр ҫӳлелле,
Уйăх тухрĕ тетĕр-и?
Ма пăхатăр пирĕн ҫине,
Пултараймасть тетĕр-и?
Аттене те хуман эп,
Аннене те хуман эп,
Шупашкарти артистăн
Кукашшĕне хунă эп.
П.Ҫăлкуҫăн «Асаннепе кукамай» сăвă йĕркисем. . Кайрăм асанне патне
Пĕринче эп хăнана.
-Асанне,-теп,-асанне,
Пĕрре вăрҫ-ха Динăна.
Мĕншĕн вăл сана ялан
Кукамай тесе чĕнет?
Ҫак мана мĕн пур чунтан
Кулленех кӳрентерет.
-Ҫук,-тет Дина, -эсĕ ху
Йăнăшатăн яланах.
Кукамай тархасшăн, хуш,
Тĕрĕс чĕнтĕр вăл сана.
Асанне йăл кулнă май:
-Шутлăр,-терĕ,-иксĕрех:
Асанне е кукамай?
Хăшĕ пулĕ тĕрĕсрех?
Кукашшĕн тупмалли юмахĕсем: 1.Ҫичĕ тĕслĕ ҫут хăю Атăл урлă ывтăнчĕ. (Асамат кĕперĕ)
2.Ҫичĕ тăванăн пĕр йăмăк.(Эрне)
3.Пĕчĕкҫĕ салтак ҫитмĕл ҫичĕ кĕпе тăхăннă. (Купăста)