СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

«Шавлă хупă сасăсем».

Нажмите, чтобы узнать подробности

Просмотр содержимого документа
««Шавлă хупă сасăсем».»



Урок теми: «Шавлă хупă сасăсем».

Урок тĕллевĕсем:

1. Шавлă хупă сасăсене вĕреннине çирĕплетесси.

2. Шавлă хупă сасăсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

3. Ачасен чунĕсенче кайăк-кĕшĕке йывăр вăхăтра хĕрхенес, пулăшас туйăма вăратасси.

Урок тĕсĕ: содержани тăрăх – фонетика урокĕ;

Тĕллевне кура – çирĕплетÿ урокĕ;

Формине кура – яланхи йĕркепе ирттерекен урок.

Вĕрентÿ меслечĕсемпе ĕç хатĕрĕсем: учитель ăнлантарăвĕ, калаçу, сăмах диктанчĕ, çыру ĕçĕсемпе хăнăхтарусем, Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф. Брусова Чăваш чĕлхи: 5 класс валли. – Шупашкар, 2007, компьютер, презентаци, проектор, кроссворд.

Словарь ĕçĕ: хăнтăр, сулăмлăн, катрамăн.

Çыхăнуллă пуплеве аталантарассипе çыхăннă ĕç: «Декабрь» текст çине таянса сăмах вĕççĕн калав йĕркелесси.


Урокăн кĕске планĕ

  1. Класа йĕркелени.

  2. Ачасене урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси.

III. Килти ĕçе тĕрĕслени.

1. Теори материалне уйрăм ачаран ыйтса тĕрĕслени.

2. Çырма парса янă хăнăхтарăва икĕ-виçĕ ачаран ыйтса тĕрĕслени.

IV. Ачасен вĕренÿ хăнăхăвне йĕркелени.

1. Хăнăхтарусемпе ĕçлени.

2. Воспитани тĕллевне пурнăçлани.

VI. Урока пĕтĕмлетни.

1. Урока ачасене пĕтĕмлеттерни.

2. Ачасен ĕçне хак пани.

VII. Киле ĕç пани.


Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелени.

1. Урока ачасем хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслени.

2. Ачасене сывлăх сунни:

- Ырă кун пултăр, ачасем!

Шăнкăрав сас пачĕ,

Урока чĕнсе,

Пĕтĕм класс шăпланчĕ

Парта хушшинче.

Ак кĕрет учитель

Савăк сăнпалан,

Кăмăллă вăл питĕ

Пирĕнпе ялан.

3. Класра кам пуррипе çуккине тĕрĕслени.

II. Ачасене урок темипе, тĕллевĕпе паллаштарасси.

III. Килти ĕç тĕрĕслени.

  1. Теори материалне уйрăм ачаран ыйтса тĕрĕслени.

- Шавлă хупă сасăсем шутне мĕнле хупă сасăсем кĕреççĕ?

- Янăравсăр хупă сасăсем хăçан янăраса илтĕнеççĕ?

2. Çырма парса янă хăнăхтарăва икĕ-виçĕ ачаран ыйтса тĕрĕслени.

3. Сăмах диктанчĕ çырни.

Çăка, утă, харсăр, ĕнсе, арча, çывхар, ача, упа, сасă, атă, така, пушă, çамка, вăлта, аршăн.

IV. Ачасен вĕренÿ хăнăхăвне йĕркелени.

  1. Хăнăхтарусемпе ĕçлени.

  1. 207-мĕш хăнăхтарăва тетрадь çине çырса пурнăçламалла.

- Хăш падеж форминче хупă сасă янăраса илтĕнет, хăшĕнче – янăрмасăр? Сăмах формисене падежсен йĕркипе çырса илĕр. Янăраса илтĕнекен саспаллисене аялтан йĕр туртса палăртăр. Палăртнă сăмахсемпе предложенисем тупса çырăр.

2) 206-мĕш хăнăхтару çине таянса воспитани тĕллевне пурнăçлани, пуплеве аталантарни.

- Декабрь çулталăкăн миçемĕш уйăхĕ?

- Вăл ытти уйăхсенчен мĕнле паллăсемпе уйрăлса тăрать?

- Ку уйăха чăвашла мĕнле калаççĕ?

- Декабрь уйăхĕнче камсене (мĕнсене) йывăр? Вĕсене эсир пулăшатăр-и?

- Декабрь уйăхĕ çинчен эсир тата мĕн калама пултаратăр?

- Питĕ маттур ĕçлерĕр. Ывăнтăр та пулĕ. Айтăр-ха, канса илетпĕр.

Кану саманчĕ:

Акă  парта, ак сĕтел,

Ак кунта вара урай,

Акă кантăк, акă алăк ,

Тепĕр хут калар-ха хамăр.

1,2,3,4 харăс тăрса утăпăр,

5,6,7,8 шăппăн кĕрсе ларăпăр.

- Кантăмăр, вăй пухрăмăр. Малалла ĕçлер.

3) 210-мĕш хăнăхтарăва кашни ачана пĕрер вулаттарса пурнăçлани.

- Вулăр. [К], [ц], [с], [ç], [т], [х], [ч], [ш] сасăсем янăраса илтĕнекен сăмахсене пĕрер тупăр.

- Калавра мĕнле вăхăта сăнласа кăтартнă?

- Эсир хĕлле вăрманта пулнă-и?

- Сирĕн ял çумĕнчи вăрман мĕн ятлă?

- Хĕллехи вăрманта мĕнле кайăксем пурăнаççĕ?

- Калава мĕнле ят пама пулать?


4) Кроссворд тăвасси.

- Халĕ эпир сирĕнпе кроссворд тăватпăр. Сирĕн çак вырăс сăмахĕсене чăвашла куçармалла: 1) сено, 2) дрова, 3) одежда, 4) сапог, 5) подушка, 6) окно. (1 Слайд)

- Куçарнă чăваш сăмахĕсенче шавлă хупă сасăсем тĕл пулчĕç-и? Янăравсăр хупă сасăсем, мĕншĕн янăраса илтĕнеççĕ-ха? Эпир сирĕнпе хĕллехи вăрманта мĕнле кайăксем пурăнни çинчен калаçрăмăр, пĕлтĕмĕр. Çак кроссвордра мĕнле кайăк пытаннă-ши? Кам асăрхарă?

- Ачасен хуравĕ:

У

Т

Ă





Ă

Т

У

В





Т

У

М

Т

И

Р




А

Т

Ă



М

И

Н

Р



Т

Е



К

А

Н

Т

Ă

К









V. Урока пĕтĕмлетни.

1. Урока ачасене пĕтĕмлеттерни.

- Ачасем, шавлă хупă сасăсем хăçан янăраса илтĕнĕççĕ?

- Янăраса илтĕнеççĕ пулин те çырура вĕсене урăх сас паллисемпе кăтартаççĕ-и?

2. Ачасен ĕçне хак пани.

Рефлекси (2 слайд):

1.Урокра эпĕ активлă/ пассивлă пултăм.


2.Хамăн урокри ĕçпе эп кăмăллă/ кăмăлсăр.


3.Маншăн урок вăрăм пулчĕ/ хăвăрт иртрĕ.


4.Урокра эп ывăнтăм/ ывăнмарăм.


5.Урокра ман кăмăл çĕкленчĕ/ пусăрăнчĕ (хуçăлчĕ).


6.Урокри материал ăнланмалла/ ăнланмалла мар, усăллă/ усăсăр, кăсăклă/ кăсăклă мар.

VI. Киле ĕç пани.

  1. 23§, 211-мĕш хăнăхтару.

  2. «Хĕллехи вăрман» темăпа çыхăннă ÿкерчĕк, сăвă, текст тупмалла.