СДЕЛАЙТЕ СВОИ УРОКИ ЕЩЁ ЭФФЕКТИВНЕЕ, А ЖИЗНЬ СВОБОДНЕЕ

Благодаря готовым учебным материалам для работы в классе и дистанционно

Скидки до 50 % на комплекты
только до

Готовые ключевые этапы урока всегда будут у вас под рукой

Организационный момент

Проверка знаний

Объяснение материала

Закрепление изученного

Итоги урока

АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММА учебного предмета «Родной (чувашский) язык» для обучающегося 2 класса с РАС

Нажмите, чтобы узнать подробности

ĂНЛАНТАРУ ÇЫРĂВĔ

         Ĕҫ программине ҫак документсене тĕпе хурса йĕркеленĕ:

  • çĕнĕ патшалăх федераллă вĕренÿ стандарчĕ;
  • Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политики Тǎван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чǎваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли ( М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников, А.Р.Кульева )- Шупашкар:Чǎваш Республикин вĕрентӱ  институчĕн издательство центрĕ,2013. ;
  • Пăчăрлă Пашъелĕнчи   пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн вĕренӳ планĕпе.

Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă Л.П.Сергеев. Т.В.Артемьева, А.Р.Кульева, Ю.С.Семенов авторсен «Чăваш чĕлхи.2 класс» кĕнекине йышаннă.

Просмотр содержимого документа
«АДАПТИРОВАННАЯ РАБОЧАЯ ПРОГРАММА учебного предмета «Родной (чувашский) язык» для обучающегося 2 класса с РАС»

ĂНЛАНТАРУ ÇЫРĂВĔ

Ĕҫ программине ҫак документсене тĕпе хурса йĕркеленĕ:

  • çĕнĕ патшалăх федераллă вĕренÿ стандарчĕ;

  • Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политики Тǎван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем: чǎваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли ( М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников, А.Р.Кульева )- Шупашкар:Чǎваш Республикин вĕрентӱ институчĕн издательство центрĕ,2013. ;

  • Пăчăрлă Пашъелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн вĕренӳ планĕпе;

Программăна пурнăçа кĕртме тĕп кĕнеке вырăнне Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви усă курма ирĕк панă Л.П.Сергеев. Т.В.Артемьева, А.Р.Кульева, Ю.С.Семенов авторсен «Чăваш чĕлхи.2 класс» кĕнекине йышаннă.

Стандарт ача харкамлăхне тĕп вырăна хурать, çак тĕллеве (цели) пурнăçлама палăртать: шкул ачин харкамлăхне, унăн творчествăллă пултарулăхне, вĕренес туртăмне , кăмăл – сипет илемлĕх туйăмне аталантарасси; харпăр хăйне тата ыттисене хисеплеме вĕрентесси.

Кунсăр пуçне, ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек задачăсем пурнăçламалла:

- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;

- вĕсен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлавĕпе асне, асăмлас хевтине аталантармалла;

- вĕренÿ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май памалла; вĕренÿ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлÿпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.

Шкул реформисен тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿпе воспитании ĕçне татах та çÿллĕрех шая çĕклесси. Пуçламăш шкулта илнĕ хăнăхусем – вĕренÿре чит кирлисем: вулама, çырма, шутлама пĕлмесĕр , çыхăнуллă калаçма, учитель каланине ăнланса итлеме, шухăшлама хăнăхмасăр малалла вĕренме кансĕр.Пĕлÿлĕх тĕнчине кĕме вара тăван чĕлхе пулăшать.ĕç программи ачасене тăван чĕлхене вĕрентессине лайăхлатма пулăшать


Тăван чĕлхе вĕрентесси (Общая характеристика учебного предмета)

Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ – тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе – ÿсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тăван чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.

Тăван чĕлхе вĕрентесси виçĕ пайран тăрать: 1)вулама-çырма вĕрентесси; 2)вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3)пуплеве пур енлĕ аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Çапла вара, тăван сăмахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тÿррĕнех çыхăнмалла. Çав ăслайсемпе хăнăхусем шутĕнче – ăнланса вуласси тата тăнласси, çыхăнуллă калаçасси, çырасси. Çавăнпа пĕрлех ачасене чĕлхе ăслăлăхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллаштарнă май вĕсен харпăр хăйĕн тата юлташĕсен пуплевне сăнас, чĕлхе илемне туйса ăна тарăнрах пĕлес туртăмне амалантармалла. Пĕтĕм халăх усă куракан литература чĕлхин сасă тытăмĕпе, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕпе паллаштарнă хушăрах вĕсене вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене курма та вĕрентмелле.

Тĕп принципсем:

Эстетика принципне шута илсе вулав картине илемлĕх тĕлĕшĕнчен паха, тĕнчери ача – пăча литературин ылтăн çÿпçине вырнаçнă хайлавсене кĕртетпĕр.

Литературоведении принципне шута илсе тĕрлĕ йышши хайлавсене вулав картине кĕртетпĕр:фольклор, классика, паянхи литература; тăван литература тата тĕнче литератури; литература жанрĕсем: юмах, калав, повесть, сăвă, юптару, халăх сăмахлăхĕн вак жанрĕсем.

Пуплеве аталантарас принцип. Вулассипе пĕрлех итлес тата каласа парасăслайсемпе хăнăхусене тата аталантармалла. Пуплев культури ÿсет.

Ача – пăча психологине шута илесси. Тематикăпа жанр тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ йышши, кăсăклă тата çивĕч сюжетлă хайлавсене суйласа, ÿсĕм уйрăмлăхĕсене шута илетпĕр.

Ачасен аталанăвĕпе вĕренĕвĕ пĕр харăс пулса пыраççĕ. Вулав техникине аталантарассине

илемлĕ хайлава формăпа содержании тĕлĕшĕнчен тишкерме вĕрентессипе харăс туса пырас пулать.

Вĕрентĕве практикăпа çыхăнтарасси. Литература теорийĕн материалĕпе ячĕшĕн мар, ачасен ăс – хакăлпа шухăшлавне туллин ĕçлеттерес тесе усă курмалла.

Тврочествăлла вĕренÿ. Вулавçăн çыравçăпа, геройсемпе пĕрле хурланма е савăнма, лайăххине япăххинчен, ыррине усаллинчен уйăрма вĕренсе пымалла. Ачасем хăйсем те хайлавсем ăслама вĕренсе пыччăр.

Пуçламăш тата вăтам классенчи вĕрентĕве пĕр – пĕринпе тачă çыхăнтарасси.Тĕллевсемпе задачăсенге, вĕрентÿ содержанийĕпе формисене, мелсемпе меслетсене малтанхисене кайранхисемпе çыхăнтаратпăр.


Значение предмета в общей системе коррекционно-развивающей работы

Изучение учебного предмета «Родной язык (чувашский)» вносит весомый вклад в общую систему коррекционно-развивающей работы, направленную на удовлетворение специфических образовательных потребностей обучающегося с РАС.

Если обучение предмету построено с соблюдением специальных дидактических принципов, предполагает использование адекватных детским потребностям методов и конкретных дидактических приемов, то у школьника пробуждается интерес к языку, желание улучшить качество письма и чтения, совершенствуется связное (в т.ч. учебное) высказывание, расширяется словарный запас, проявляются возможности осознания своих затруднений, попытки улучшения успешности обучения русскому языку.

Упражнения в чтении, списывании, письме под диктовку способствуют развитию произвольности и становлению навыков самоконтроля значимо для выполнения письменных работ по математике. Умение осознанно строить устное речевое высказывание в соответствии с задачами коммуникации, анализировать и составлять тексты в устной форме способствует более успешному усвоению знаний по предметам «Литературное чтение», «Окружающий мир»

При изучении учебного материала у младших школьников с РАС развиваются процессы анализа, синтеза, сравнения, обобщения, происходит коррекция недостатков произвольной памяти и внимания. В ходе выполнения заданий на различение слов, обозначающих предметы, действия и признаки, знакомство с многозначными словами, 7 словами с близким и переносным значением, признаками текста, при объяснении значений слов, классификации слов на слова-предметы, действия и признаки, создаются предпосылки становления логического (понятийного) мышления.

При усвоении учебного предмета «Родной язык (русский)» школьники учатся ориентироваться в задании и производить его анализ, обдумывать и планировать предстоящие действия, следить за правильностью выполнения задания, давать словесный отчет и оценку проделанной работе, что совершенствует систему произвольной регуляции деятельности.

Следует преподносить новый материал развернуто, пошагово (полезен прием детального руководства выполнением конкретного задания.

Значительное время следует отводить практическому закреплению материала (моделирование частей текста, включение языковых правил в речевую практику) Необходимо использовать вариативные задания с условно-графическими схемами слов, с иллюстрациями, задания на подбор, группировку и исключение лишних слов и пр.

Следует систематически повторять пройденный материал для закрепления изученного и усвоения нового.

Полезно обучать умению соотносить достигнутый результат с эталонным (выбор самого удачного предложения, высказывания).

Взаимодействие всех участников коррекционно-педагогического процесса, активное привлечение родителей необходимо для формирования сферы жизненной компетенции и достижения планируемых результатов образования.


Предмет пахалăхĕсем (Ценностные ориентиры)

Тăван чĕлхе урокĕсем ача-пăча аталанăвне тата воспитани ĕçне (ценности) витĕм кÿрекен хăватлă хатĕр. Чĕлхе кăмăл-туйăмпа ăс-хакăл пахалăхĕсене аталантармалли майсемпе мелсем тĕлĕшĕнчен питĕ пуян. Ачасем пĕр – пĕринпе хутшăнма, айванраххисемпе вăйсăртараххисене хÿтĕлеме, пĕр пĕрне пулăшма, ваттисене сума сума, тăвансене юратма вĕренсе пыраççĕ. Илемлĕ сăмах, сăнарлă пуплевĕн палăрту хатĕрĕсемпе мелĕсем шкул ачисене культура тĕлĕшĕнчен аталантармалли никĕс. Хайлавсене вулани тÿрĕ кăмăллăх, тĕрĕслĕх, сăпайлăхпа сапăрлăх туйăмĕсене аталантарать. Çавăн пекех вĕсем кăнттамлăха, хыт кукарлăха, мĕскĕнлĕхе. Ĕмĕтсĕрлĕхе, тăмсайлăха тата ытти çавнашкал пулăмсене чухлама, вĕсене сивлеме вĕренеççĕ. Гражданлăх тата патриотизм воспитанийĕн никĕсĕ те. Чĕлхе çут çанталăк илемлĕхне туйма, ăна упрама, пуянлатса пыма та хĕтĕртет. Чĕлхе сăнарлăхĕ çемье пахалăхне те тĕпе хурать. Халăх пултарулăхĕ, ăс тăнĕ, вĕрентĕвĕ чĕлхе урлă пулса пырать. Ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă çын пулса çитĕнесси те чĕлхе пуянлăхĕнчен килет. Çапла вара чĕлхе – этемĕн нимпе те танлаштарма май çук пахалăхĕ


«Чӑваш чӗлхи» ПРЕДМЕТĂН ВĔРЕНТŸ ПЛАНĔНЧИ ВЫРĂНĔ

Ĕç программине илсе пыма çулталăкра 68 сехет йышăннă. Пĕр эрнере – 2 сехет


ПРЕДМЕТĂН ПУЛАС РЕЗУЛЬТАЧĔСЕМ

  1. класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем

Харкамлăх результачĕсем:

  • тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме хăнăхса пыни;

  • кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пулнине, вăл ыттисенчен уйрăлса тăнине ăнланни;

  • чĕлхепе кăсăкланма пуçлани, харпăр хăй пуплевне лайăхлатас кăмăл-туйăм амаланни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

  • пулăмсене тарăнрах ăнланма вĕренсе пыни;

  • ăнлавсене уçăмлама, ушкăнлама хăнăхса пыни;

  • тишкеру- пĕтĕçтеру, танлаштару хăнăхĕвĕсем çирĕпленсе пыни.

Предметăн пайрам результачĕсем:

  • ачасем алфавитри сас паллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсен, уçă тата хупă сасăсен

  • уйрăмлăхĕсене, сăмахри , уçă сасă çине пусăм укни-укменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлни;

  • 35-40 сăмахлă текста каллиграфии тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр çырма пултарни;

  • 25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма вĕренсе пыни;

  • сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма, çемçе хупă сасăсене

  • çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырни;

  • çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма пултарни; сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе сас паллисен йĕркине тата хисепне палăртма) пĕлни;

  • япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама пултарни;

  • предложенин тĕп членĕсене – подлежащипе сказуемăя- тупма пĕлни;

  • ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма вĕренни;

  • предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма пĕлни;

  • 30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3

  • предложнениллĕ текст тума пултарни.


  • çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме ( сочинени çырма) вĕренсе пыни.


Предмет шалашĕ (содержанийĕ)

ПУПЛЕВЕ ПУР ЕНЛĔН АТАЛАНТАРНĂ МАЙ ЧĔЛХЕНЕ АНСАТ ТИШКЕРМЕ, ТЕРМИНСЕМПЕ УСĂ КУРМА ВĔРЕНТЕССИ

1 класра мĕн вĕрентнине шута илсе, вулав урокĕсемпе тачă çыхăнтарса ачасен çыхăнуллă калаçас, тăнласа ăнкарас, вулас тата çырас мехелĕсене малалла аталантармалла. Вуламалли, тăнламалли, çыхăнуллă каласа памалли, калаçăва хутшăнмалли, çырмалли хăнăхтарусем çине таянса вĕсемпе çыхăнуллăн чĕлхе тытăмĕн тĕрлĕ сийĕпе (фонетика, лексика, морфологи, синтаксис, стилистика) усă курма пĕлнине лайăхлатмалли хăнăхтарусем куллен йĕркелемелле. Вулаттарнă, пуплеве тăнлаттарнă, çыхăнуллă пуплев тутарнă, çыртарнă май вĕренекенсене чĕлхен тĕрлĕ енĕсене (аспекчĕсене) ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн кирлĕрех терминĕсемпе, янтă пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентмелле.

Ăславлă çырăва вĕрентни. Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ.

Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.

Ÿкерчĕксемпе ĕçлесси. Ÿкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.

И з л о ж е н и çи н ч е н ăн л а н т а р а с с и . Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă xыççăн вĕрентÿçĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени çырасси.

Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.

Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем. Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш саспалли тăрăх).

Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; çÿрен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша çинчен); ă) çынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕçчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).

Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль, ларать, вылять, чупать, тăрăшать.

2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье, тухья, Марье.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек cacпaллипе палăртасси: ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: aттe, анне, acaттe, шăллăм, аппа, кукка, мăн акка;

Çулталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси : ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, Атăл, Сĕве

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня; ă) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета; б) парта, учитель, директор; в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

г) кухня, стакан, щётка.

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиени хăнăхăвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкăна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.

Пĕчĕк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (5 ушкăн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ÿ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3) а, ă, ю, ф, д, б, я; 4 )с, ç, е, ĕ, ё, ч, ъ , в; 5) э, х, ж, к.

Пысăк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (4 ушкăн) çырасси:

1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Л, М, А, Ă.

2) О, С, Ç, Х, Е, Ё, Ĕ, З, Э, Я;

3) Ж,У,Ÿ,Н, К, Ю, Р, В, Ф;

4) Г, П, Т, Б, Д.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмaxceм: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ăмăрт кайăк, библиотека, больница, выльăх, вырсарни кун, герой, дежурнăй, ешчĕк, ёлка, журнал, йăмăк, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тăвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тырпул, улмуççи, учитель, учительница, ÿхĕ, физкультура, хĕлле, чăх-чĕп, шăллăм, шăмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.


II КЛАСС ПĔТЕРЕКЕН АЧАСЕН ПĔЛĔВĔСЕМ, ĂСJlAЙĔСЕМПЕ ХĂНĂХĂВĔСЕМ

II класран вĕренсе тухнă тĕле ачасем алфавитри саспаллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлмелле

Bĕpенeкeнceм çак ăслайсене хăнăхмалла: 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчeн тĕрĕс те таса, саспаллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма; сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене тĕрĕс çырма;

çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллипе пуçласа çырма;

сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе саспаллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама;

предложенин тĕп членĕсене - подлежащипе сказуемăя тупма;

ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

предложение пысăк саспаллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума.


2 КЛАСРА ВĔРЕНЕКЕНСЕН ÇЫХĂНУЛЛĂ ПУПЛЕВНЕ,

ÇЫРУ ХĂНĂХĂВĔСЕНЕ, ЧĔЛХЕНЕ ТИШКЕРМЕ ПĔЛНИНЕ ХАКЛАССИ

Сăмахпа каласа хуравланине хакламалли виçесем

Сăмахпа каласа хуравлаттарни пуçламăш классенчи ачасен пĕлĕвĕсене, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсене хакламалли чи кирлĕ мелсенчен пĕри. Хуравăн çак енĕсене шута илмелле: а) вĕреннĕ материала туллин тата тĕрĕс каласа пани; и) материала ăнланнин шайĕ; б) йĕркипе, çыхăнуллăн каласа пани, пуплев культури.

«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен ача программăри материала ăнланса, туллин, тĕрĕс пĕлнине кăтартать, хăй каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать; сăмахсемпе предложенисене хай тĕллĕн тата тĕрĕс тишкерет, вĕрентуçĕ сĕннĕ текстра халиччен вĕреннĕ грамматика пулăмĕсене, сăмахсене мĕнле çырмаллине, предложенири чарану паллисен сăлтавне тĕрĕс ăнлантарать: йĕркипе, çыхануллă каласа хуравлать, пуплев йăнашĕсем пачах тумасть е 1 йăнашран ытла тумасть пулсан.

«4» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен хуравĕ «5» паллăпа хакламалли виçесене тивĕçтерет, анчах вăл правилăсене çирĕплетме илнĕ тĕслĕхсенче 1—2 йăнаш тăвать, вĕсене хăех е вĕрентуçĕ пулăшнипе çăмăлланах тÿрлетет; каласа панă чух 1-2 пĕчĕк йăнаш тăвать пулсан.

«3» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен мате­риала пĕтĕмĕшле ăнланать, анчах туллин хуравлаймасть, вĕрентуçĕ пулăшнипе çеç каласа пама пултарать; текста тишкернĕ чух уйрăм йăнăшсем тăвать, вĕсене вĕрентуçĕ ыйтусем панипе çеç турлетет; правилăсене харкам тĕллĕн тĕслĕхсемпе çирĕплетсе параймасть, ку ĕçе вĕрентуçĕ хушма ыйтусем парсан çеç пурнаçлайрать; çыхăнуллă каласа параймасть, каласа панă чух темиçе йăнăш тăвать пулсан.

«2» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен мате­риала пĕтĕмпех е унăн чи кирлĕ пайне пĕлмест, каласа панă тата текстпа ĕçленĕ чухне пысăк йăнăшсем тăвать, вĕсене вĕрентÿçĕ ïóëăшнипе те тÿрлетеймест пулсан.

«1» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен ача вĕреннĕ материала пачах та пĕлмест пулсан.

Вĕреннĕ тĕп правилăсемпе тата теори материалĕпе çыхăннă хăнăхтарусенче тунă йăнăшсем уйрăмах пысак йăнашсем шутланаççĕ. Вĕсен шутне правилăсене анланмасăр, чуххăмăн каласа пани, хайсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетменни, калаçупа çырура уса курма пĕлменни кĕреççĕ.

Паллаштарас тĕллевпе çеç программăна кĕртнĕ мате­риала ача мĕнле пĕлнине тĕрĕслесе хаклама кирлĕ мар.


Çыру ĕçĕсене (таса та илемлĕ çырни, диктант) хакламалли виçесем

Ачасен пĕлĕвĕсене, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсене кулленхи тата пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерсе хакламалла.

IV класра куллен тата петĕмĕшле ирттермелли тĕрĕслев çыру ĕçĕсем шутне çырса илни, тĕрлĕрен диктант (вĕсемпе пĕрлех пуплеве тишкермелли хушма ĕçсем те пулаççĕ), изложени кĕреççĕ. II-IV классенче сочинени вĕрентмелле çеç çыртараççĕ. Чĕлхе тишкерĕвĕпе çыхăннă хушма ĕçсемпе пĕрле ирттернĕ çыру ĕçне икĕ паллăпа хаклаççĕ-пĕринпе - çырса илнишĕн, тепринпе - чĕлхе тишкерĕвĕшĕн.

Хаклас критерисен шутне кал­лиграфин çак виçисем кĕреççĕ: саспаллисен ĕлкисене пăсмасăр, уçамлăн, пĕр пек виçеллĕ чалăштарса çырни вĕсен çÿллĕшĕ тан пулни, йĕрсен хулăнăшĕ, саспаллисем сăмахсем хушшинчи хушă, пĕр пекки, яланах пĕрешкел тата çителĕклĕ хăвăртлăхпа çырни.

«5» паллă çакан пек чухне лартмалла: вĕренекен ачан ĕçĕ каллиграфи нормисене тивĕçтерет, çырура пĕр-икĕ пысаках мар çитменлĕх пулма пултарать.

«4» палла çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен ача çыравĕ виçесенчен пĕрне тивĕçтсрмест (пĕрешкел чалăштарса çырман, саспаллисем, сăмахсем хушшинче пĕр пеклĕх çук т.ыт.те), 1-2 пысăках мар çитменлĕх пур.

«3» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен çыравĕ каллиграфи виçисенчен 1-2-шне тивĕçтереймест (саспаллисене пĕрешкел чалăштарманни, хăш-пĕр саспаллисен ĕлки уçăмлах марри, саспаллисен çÿллĕшĕпе хулăнăшĕ пĕрешкел марри т.ыт.те), 3-4 çитменлĕх пур.

«2» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен ачан çырăвĕ каллиграфи виçисенчен чылайăшне тивĕçтермест.

«1» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренекен çыравĕ питĕ тăрлавсăр, илемлĕ мар, унта тÿрлетнĕ, таса мар вырăнсем нумай.


Пысăках мар йăнăшсем шутне çаксем кĕреççĕ:

1) хăш-пĕр саспаллисене тĕрĕс мар çырни;

2) пысăк тата пĕчĕк саспаллисене пĕр йĕр çинче çырманни;

3) хăш-пĕр саспаллисене тĕрĕс çыхăнтарманни;

4) йĕртен çÿлелле е аялалла тухса çырни;

5) ытлашши шултра е вĕтĕ çырни;

6) хăш-пĕр тĕлте саспаллисене пĕрешкел чалăштарса çырманни, саспаллисем, сăмахсем хушшинчи хуша пĕр пек пулманни;

7) хăш-пĕр саспаллисен тăрринчи паллăсене çекĕлсене пăсса çырни.


Ача тунă чылай йăнăш ÿт-пÿ аталанăвĕпе çыхăннă пулсан, япăхрах çырнă ĕçе «3» паллăпа хакламалла.

Ку виçесемпе IV класра ятарласа ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕсене хаклаççĕ. Чаваш чĕлхи урокĕсенче таса та илемлĕ çырма вĕренмелли минутсенче ирт­тернĕ пĕчĕк ĕçсене ятарла паллăсемпе хакламаççĕ.

Тĕрĕслев ĕçĕсене вăл е ку темăна вĕреннĕ май е вĕренсе петерсен ирттереççĕ. Вĕсен шучĕ темăна вĕренес йывăрлăхран килет. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕсене ытларах вĕренÿ чĕрĕкĕ, çурçулĕ вĕçĕнче (анчах юлашки кунсенче мар!) ирттереççĕ.

Пĕтĕмĕшле тĕрĕслев ĕçĕсен шучĕ çакăнта кăтартнинчен ытла пулмалла мар:


Тĕрĕслев ĕçĕсен тĕсĕсем, вĕсен шучĕ

Классем

1

II

III

IV

1

2

1

2

1

2

1

2

Диктант (грамматика ĕçĕ те)

-

-

3

4

3

4

4

5

Çырса илнн

1

2

2

2

1

1

1

1

Изложени

-

-

. -

1

-

1

1

1

Асăрхаттарни: пуçламаш классенче сочинение вĕрентмелле çеç çыртараççĕ.

Диктант çыртарма (çырса илтерме) ытларах чухне çыхăнуллă текст илмелле. Текстсем литература чĕлхин виçисене пахăнмалла, ачасен тĕнче курăмне анлăлатма, вĕсене ăслă-тăнлă, ĕрет-несĕп енчен йĕркеллĕ ÿссе çитĕнме пулăшмалла, вал е ку класра мĕн вĕреннине тивĕçтермелле.

Диктант тата çырса илмелли текст калапăшĕ çакан пек пулмалла:

Классем


Чĕрĕксем.

1

II

Ш

IV

II

20-25

30-35

III

35-40

45-50

IV

50-55

60-65


Тĕрĕслев ĕçĕсем ирттермелли вăхăта çапларах уйăрмалла: IV класра — 20-25 ми­нут, хушма ĕçсемпе пĕрле -35-40 минут.

Диктанта çак виçесемпе хакламалла:

«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пачах туман, орфограммăсене туÿрлетмен, каллиграфи виçисене пăхăнса (саспаллисен ĕлкисене уçăмлă, пĕрешкел чалăштарса т.ыт.те) çырнă, анчах уйрăм çитменлĕхсем (сиктерсе хăварнă саспаллисене кĕртсе лартни, саспалли ĕлкине тÿрлетни т.ыт.те) пур пулсан.

«4» паллă çакăн пек чухне лартмалла: çыру ĕçĕнче ор­фографи йăнăшĕсем 2, пунктуаци йăнăшĕ 1 ытла мар, е 1 орфографи, 2 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейлĕ çырнă, анчахтемиçе çĕрте каллиграфи виçисене тивĕçтермен, пĕр-пĕр орфограммăна тÿрлетни пур пулсан.

«3» паллă çакăн пек чухне лартмалла: орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем 6-ран ытла мар, диктантра (вариантсем) орфографи йăнăшĕсем 3-рен 5-е çити, пунктуаци йăнăшĕсем 3 таран, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 ор­фографи, 1 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейсĕр, каллигра­фи виçисене пăхăнса çырман тата тĕрлĕ орфограммăна тÿрлетни 1-2 пулсан.

«2» паллă çакăн пек чухне лартмалла: диктантра ор­фографи йăнăшĕсем 6, пунктуаци йăнăшĕ 3—4-ран ытла, ĕçе тирпейсĕр, каллиграфи виçисене пăхăнмасăр çырнă, 3-5 тÿрлетни пур пулсан.

«1» паллă çакăн пек чухне лартмалла: çыру ĕçĕнче ор­фографи йăнăшĕсем 8-тан, пунктуаци йăнăшĕсем 5-рен ытла, тÿрлетни чылай пулсан.


Диктантра çаксене йăнăш тесе шутламалла:

а) сăмаха орфографи правилисене пăсса çырни, сас­паллисене сиктерсе хăварни, саспаллисене е сăмах сыпăкĕсене ылмаштарса лартни, пĕр сăмаха тепĕр сăмахпа улăштарни;

ă) вĕреннĕ правилăсене пĕлменнипе чарăну палли лартман е тĕрĕс мар лартнă пулсан.


Диктантра çаксем йăнăш шутланмаççĕ:

а) ку таранччен вĕренмен орфографи тата пунктуаци правилисемпе çыхăннă йăнăшсем (кун пек сăмахсене класс хăми çине çырса кăтартмалла);

и) предложени вĕçĕнче пĕр хутчен пăнчă лартмасар хăварнă, тепĕр предложени пуçламăшне пысăк саспаллипе çырнă пулсан;

б) текст шухăшне улăштармасăр пĕр сăмах вырăнне тепĕр сăмах улăштарса çырнă пĕр тĕслĕх кăна пулсан.


Çаксене пĕр йăнăш тесе шутламалла:

а) тĕрĕс мар çырна сăмах икĕ е темиçе хутчен тĕл пулсан, çав правилăпа çыхăннă йăнăша тепĕр сăмахра та тунă пулсан, вĕсене пĕр йăнăш тесе шутламалла;

а) пысăках мар 2 çитменлĕхе (кăлтăка) пĕр йанăш тесе шутламалла.


Çаксем пысăках мар çитменлĕхсем (кăлтăксем) шутланаççĕ:

а) сăмахра пĕр саспаллинех асархамасăр икĕ хут çырни (паяян, ыраан т.ыт.те);

а) сăмаха çырса петерейменни (кăрант..., кĕнек... т.ыт. те);

б) пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнă чухне сăмахăн пĕр пайне асăрхамасăр пăрахса хăварни (кĕ(не)-ке, те(ле)-фон т.ыт.те);

в) предложенире пĕр сăмахах икĕ хут çырни.


Пуплев тишкерĕвне хакламалли виçесем

Чĕлхе тишкерĕвĕ евĕрлĕ тĕрĕслев ĕçĕсене хакланă чух­не çак виçесемпе усă курмалла:

«5» паллă ача ĕçĕ пĕр йăнăшсăр пулсан, вăл терминсем­пе правилăсене лайăх пĕлни тата хăй пĕлĕвĕпе тĕрлĕ йышши ĕçсем тунă чухне усă курма пултарни палăрсан лартмалла.

«4» паллă ача терминсемпе правилăсене лайăх пĕлсен, вĕсемпе грамматика тишкерĕвĕ тунă чухне пĕлсе усă курсан, сăмахсемпе предложенисене тишкерес ĕçĕн 3/4 пайне тусан лартмалла.

«3» паллă ача вĕреннĕ материала ăнланни палăрсан, хай пĕлнипе усă курса тишкерĕвĕн çуррине пурнăçласан лартмалла.

«2» паллă ача вĕреннĕ материала начар пĕлсен, вăл «3» паллă илмелĕх хуравламасан е пуплев тишкерĕвĕн ытларахăш пайне пурнăçлаймасан лартмалла.

«1» паллă ача пуплев тишкерĕвне пачах пурнăçламасан лартмалла.


Текста çырса илнине хакламалли виçесем


Текста çырса илсе пурнăçламалли çыру ĕçĕсен шутне веренÿ кĕнекинчи тата класс хăми çине çырса панă хăнăхтарусем кĕреççĕ. Вĕсене ача мĕнле пурнăçланине çак таблицăри виçесене шута илсе çапларах хакламалла:


Паллăсем

Орфографипе пунктуации йăнăшĕсен шучĕ

II класра

III класра

IV класра

«5»

Йăнăш çук

Йăнăш çук

Йăнăш çук

«4»

1-2 йăнăш,

1 тÿрлетни

1 йăнăш,

1тÿрлетни

1 йăнăш,

1тÿрлетни

«3»

3 йăнăш,

1 тÿрлетни

2 йăнăш,

1тÿрлетни

2 йăнăш,

1тÿрлетни

«2»

4 йăнăш,

1-2 тÿрлетни

3 йăнăш,

1-2 тÿрлетни

3 йăнăш,

1-2 тÿрлетни

«1»

«2» паллăпа хакламалли виçерен ытларах


Таса та илемлĕ çырассине тата пысăках мар йăнăшсене (çитменлĕхсене) шута илсе хакласси диктанта хакланă пекех пулмалла. Текста çырса илнине хакланă чухне орфографипе пунктуаци йăнашĕсене пĕрле илсе шутлаççĕ.


Словарь диктантне хакламалли виçесем. Словарь диктантне сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентес тĕллевпе куллен ирттермелле. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ ачасемшĕн ăнланмалла пултăр. Словарь диктанчĕн калăпăшĕ çакан пек пулмалла: IV класра -12-14 сăмах.

Словарь диктантне çак виçесемпе хакламалла:

«5» паллă - диктантра пĕр йăнăш та çук пулсан;

«4» паллă - диктантра 1 йăнăш, 1 тÿрлетни пулсан;

«3» паллă - диктантра 2 йăнăш, 1 тÿрлетни пулсан;

«2» паллă - диктантра 3-5 йăнăш пулсан;

«1» паллă - диктантра 6 йăнăшран ытла пулсан.


Изложенисемпе сочнненисене хакламалли виçесем.

Вĕренекенсене шухăша çыхăнуллăн йĕркелесе çырма хăнăхтарас тесе II-IV классенче вĕрентсе çыртармалли изложенисемпе сочиненисем кашни 2 эрнере пĕрре ирттермелле, кашни ĕçе çыртарма пĕрер сехет уйăрмалла.


Веренÿ çулĕнче вĕрентсе çыртармалли изложенисемпе сочиненисен шучĕ çакăн пек пулмалла: .

Классем




Изложени

Сочинени

Черĕксем

Чĕрĕксем

1


2


3


4


1


2


3


4


1

-

-

-

-

-

-

-

-

II

1

1


2


2


2


2


2


2


III

2

2


2


2


2


2


2


2


IV

2

2


2


2


2


2


2


2



IV класра тĕрĕслев изложенине пурĕ 2 ирттермелле. Изложени тексчĕн калăпăшĕ диктантран 15-25 самах ытларах пулмалла.

II класра изложени тексчĕ калуллă, ансат пулмалла. III—IV классенче калуллă текста сăнлав тата уйлав элеменчĕсем кĕртеççĕ. Текстсем ачасене ăслă-тăнлă, таса чун-чĕреллĕ ÿссе çитĕнме пулăшаканнисем пулмалла.

Сочинени калапăшĕ сахалтан та 4 класра 10-11 предложени (65-75 сăмах) таран пулмалла.

Сочинени теми пурнаçпа таччăн çыхăнтăр, ачасен куленхи вĕренĕвне, ĕçне-хĕлне çывăх, вĕсене ăнланмалла пултăр, текста çыхйнуллă йĕркелесе дырма пулăштăр.

Изложение хакланă чухне вĕренекен ача автор тексне туллин (е кĕскен), тĕрĕс (факт йанăшĕсемсĕр), шухăша пĕрин хыççăн теприне çыхăнуллă йĕркелесе, литера­тура челхин тата илемлĕ те тĕрĕс çырассин виçисене пăханса çырнине шута илмелле.

Сочинение хакланă чухне, кунсăр пуçне, текста темăпа тата планпа килĕшÿллĕ çырнине, пуплев пуянлахĕпе илемлĕхне (сăмахсемпе, сăмах майлашăвĕсемпе, эпитетсемпе, танлаштарусемпе меллĕн усă курнине, предложенисене тĕрĕс йĕркеленине т.ыт.те), уçăмлăн, таса та хитре çырнине асра тытаççĕ.

Орфографипе пунктуаци йăнăшĕсене шута илнĕ чух­не диктанта хакламалли виçесене пăхăнмалла.

IV класра, сочинени калăпăшне тата ачасен çыхануллă çырăвĕн аталанăвне кура, икĕ паллăпа палăртмалла: пĕри шухăшпа пуплев пуянлăхĕшĕн, иккĕмĕшĕ — сăмахсемпе предложенисене тĕрĕс çырма пĕлнĕшĕн.


Пĕтĕмĕшле илсен, изложенипе сочинение çапла хакламалла:

«5» паллă шухăшсемпе (содержанипе) пуплеве çакăн пек йĕркеленĕшĕн лартмалла: автор текстне тĕрĕс тата çыхăнуллă çырса кăтартнă (изложени), шухăш темăпа килĕшуллĕн, çыхăнуллăн аталанса пырать, факт йăнăшĕсем çук, сăмах йышĕ пуян, пуплев тĕлĕшĕнчен текста тĕрĕс те палартуллă хайланă пулсан.

Тĕрĕс çырнăшăн: орфографипе пунктуаци йăнашĕсем çук, 1—2 тÿрлетни пулма пултарать.

«4» паллă шухăшсемпе (содержанипе) пуплеве çакăн пек йĕркеленĕшĕн лартмалла: автор текста çителĕклĕ таран туллин çырса кăтартман (изложени), темăна уçса пани, анчах уйрăм вырăнсенче шухăш çыхăнăвĕ татăлса кайни, тĕрĕсех мар çырни тата пуплев çитменлĕхĕсем пур. Пуп­лев тĕлĕшĕнчен пĕтĕмпе 3 йăнăшран ытла мар, содержа­нипе тунă йăнăшсем 3 таран тунă пулсан.

Тĕрĕс çырнăшăн: 2 орфографи, 1 пунктуаци йăнашĕнчен ытла мар е 1 орфографи, 2 пунктуаци йăнашĕ тунă, пĕр-пĕр орфограммăна тÿрлетни пур пулсан. (Вĕреннĕ правилăсемпе тунă йăнăшсене çеç шутламалла.)

«3» паллă шухăшсемпе (содержанипе) пуплеве çакăн пек йĕркеленĕшĕн: автор текстĕнчен кăштах пăрăннă (из­ложени), темăпа килĕшуллĕ тата çыхăнуллă çырман, 2—3 предложение тĕрĕсех йĕркелеймен, сăмах йышĕ чухăн, пуплев тĕлĕшĕнчен çитменлĕхсем пур, шухăш аталанăвĕнче (содержанире), текста йĕркелессинче тата пуплевре йăнăшсем пĕтĕмпе 5 таран пулсан.

Тĕрĕс çырнăшăн: 3—5 орфографи йăнашĕ таран, вариантсем: 3 орфографи, 2-3 пунктуаци йăнашĕ, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 орфографи, 1 пунктуа­ци йăнăшĕ тунă, тĕрлĕ орфограммăсене тÿрлетни 1—2 пулсан.

«2» паллă шуăашсемпе (содержанипе) пуплеве çакăн пек йĕркеленĕшĕн: ĕçе тема тăрăх çырман, автор текстĕн­чен чылай пăранса кайнă (изложени), текста тĕрĕсех мар ăнланнă вырăнсем (факт йанашĕсем) пур, йĕркеллĕ, çыхăнуллă çырман, уйрам пайсем хушшинче çыханулăх çук, сăмах йышĕ чухăн. Текста тата пуплеве йĕркелес енĕпе 6 çитменлĕхпе йăнăшсем пур пулсан.

Тĕрĕс çырнăшăн: орфографи йăнăшĕсем 6-ран, пунк­туаци йăнăшĕсем 3-4-ран ытла, 3-5 тÿрлетни пур пулсан.

«1» паллă содержанипе пуплеве йĕркеленĕшĕн: автор текстне пачах çырса кăтартман (изложени), пуплеве тата текста йĕркелес тĕлĕшпе 7 йăнăшран ытларах тунă.

Тĕрĕс çырнăшăн: 8 орфографи, 5 пунктуаци йăнашĕсенчен ытла, 7 çĕрте тÿрлетни пур.

Изложенисемпе сочиненисенче хăш йăнăшсем çитменлĕх (кăлтăк) шутланнине, пĕр йăнăш пулнине т.ыт.те диктанта хакланă чухнехи виçесене шута илсе хакламалла.

Асăрхаттарни: пултарулăх ĕçĕсене хакланă чухне таса та илемлĕ çырнине, каллиграфи виçисене еплерех пăхăннине (диктанта пахаланă чухнехи пекех) шута илсе хакламалла.

Ачасен пĕлĕвĕсемпе ăслайĕсене тата хăнăхăвĕсене

тĕрĕслесе пĕтĕмĕшле хакласси

Кашни чĕрĕкшĕн, вĕренÿ çулĕшĕн ачасен пĕлĕвĕсем­пе ăслайĕсене, хăнăхăвĕсене пĕтĕмĕшле хакласа тăван чĕлхепе пĕр паллă лартмалла. Пĕтĕмĕшле паллă лартнă чухне чи малтан вĕсен пуплев аталанăвне (пуплевĕн тавата тĕп ĕç-хĕлĕпе мĕнле усă курма пултарнине) асра тытмалла, çыхăнулла калаçас, тăнласа ăнланас, вулас, çырас хăнăхусене ытларах шута илмелле. Çавăнпа пĕрлех чĕлхе пĕлĕвĕсемпе мĕнлерех усă курма пултарнине те манмалла мар. Вĕренекен ача çыру ĕçĕсемшĕн япах паллăсем çеç илнĕ пулсан, чĕрĕкшĕн те ăна япăх паллă çеç тивĕçет.


Тематикӑллӑ план

2 класс


№

Раздел ячӗсем

Сехет шучĕ

1-мĕш класра вĕреннине аса илни

5

Сасă тата саспалли

14

Сăмах. Япала ячĕ

12

Глагол

12

Паллă ячĕ

10

Предложени

6

2- мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетни

9


Пурĕ:

68



ТĂВАН ЧĚЛХЕ УРОКĚСЕН ТЕМАТИКА ПЛАНĚ


Урокăн №

Урок теми

Уроксен шучĕ

1-мĕш,2-мĕш классенче вĕреннине аса илесси. Текст. Предложени.

1

Сăмах. Çырса илни. Туссем.

1

Сасăсемпе сас паллисем. Ÿкерчĕк тăрăх калав йĕркелесе çырасси.

1

Сасă. Сас палли.

Вăрăм хупă сасăсене икĕ сас паллипе палăртасси.

1

Ч сасă умĕнчи л, н хупă сасăсен çемçелĕхне ятарласа палăртманни.

1

Изложени. Пиччĕшĕпе шăллĕ.

1

Сăпайлăх сăмахĕсем.

1

Ç, ч сас паллисем хыççăн ы е и çырасси.

1

Калав содержанине кĕскен çырасси.

1

Вырăс чĕлхинчен çыру урлă йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисем çырасси.

1

Телефонпа калаçасси.

1

Изложени Çăкăр.

1

Э, е, ю, я сас паллисемпе усă курма пĕлесси.

1

Диктант. Туслăх.

1

Библиотекăран илнĕ кĕнекесен списокне тăвасси.

1

Сочинени. Хура кĕркунне.

1

Предложени.

Предложени çинчен мĕн пĕлнине аса илесси.

1

Текст тата предложени.

1

Калуллă предложенисем. Диктант. Çерçисем.

1

Ыйтуллă предложенисем.

1

Хистевлĕ предложенисем.

1

Изложени. Ватă тилĕ.

1

Кăшкăруллă предложенисем.

1

Предложенин тĕп членĕсем.

1

Предложенин кĕçĕн членĕсем.

1

Сăмах майлашăвĕ. Предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ.

1

Диктант. Кăмпа çумăрĕ.

1

Ансăр тата анлă предложенисем.

1

Пĕр-пĕр чĕр чуна сăнласа текст çырасси.

1

Предложени çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.

1

Тăванлăх сăмахĕсем. Çырса илни. Ват асатте уявĕ.

1

Сочинени. Манăн асатте (асанне).

1

Сăмах. Сăмах тытăмĕ. Тымар тата аффикссем.

1

Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффиссем.

1

Хăнана чĕнесси.

1

Çĕнĕ сăмахсем -çă(çĕ), -лăх(лĕх) аффикссем хушăнса пулни.

1

Çĕнĕ сăмахсем -у(ÿ), -лă(лĕ) аффикссем хушăнса пулни.

1

Изложени. Чаплă утарçă.

1

Пĕр тымартан пулнă сăмахсем.

1

Диктант. Кăмпара.

1

Аффикслă сăмахсене çырасси.

1

Заметка çырасси.

1

Пуплев пайĕсем. Япала ячĕ.

Япала ячĕн пĕлтерĕшĕ тата ыйтăвĕсем.

1

Япала ячĕсем хисеп тăрăх улшăнни.

1

Изложени. Каюра.

1

Ш,с, ç сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене нумайлă хисепре тĕрĕс çырасси.

1

Диктант. Сивĕ Мучи.

1

Глагол.Глагол пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем.

1

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

1

Зоопаркра. Калава вĕçлесси.

1

Çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

1

Глагол улшăнăвĕ.

1

Хальхи вăхăт.

1

Изложени. Алăсем.

1

Иртнĕ вăхăт.

1

Диктант. Ир тухакан кăмпасем.

1

Пулас вăхăт.

1

ӳкерчĕк тăрăх калав туса çырасси.

1

Паллă ячĕ.Паллă ячĕн пĕлтерĕшĕ,ыйтăвĕсем. Паллă ячĕ улшăнни.

1

Паллă ячĕ япала ячĕпе тата глаголпа çыхăнни.

1

Çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем.

1

Çулĕпе аслă çынсене хисеплесе чĕнесси.

1

Изложени.Çĕмĕрт.

1

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем.

1

Комплекслӑ тĕрĕслев ĕҫĕ

1

3 класра вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.

Сасăсемпе сас паллисем.

1

Тĕрĕслев диктанчĕ. Пысăк пуху.

1

Сăмах тытăмĕ. Пуплев пайĕсем.

1



Ĕç программинче палăртнине вĕрентме усă курмалли:

1.Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли . М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, О.И.Печников, Р.Н.Петрова, Ҫ.С.Филиппова. – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн издательстви, 2008.

2.Чăваш чĕлхи, 2-мĕш класс валли . Л.П.Сергеев, Т.В.Артемьева, А.Р.Кульева, - Шупашкар: Чăваш кĕнеке иӑҫательстви, 2012.

.СD «Чӑваш чӗлхи» 2- мӗш класс валли.